ХӖлле (Урок чувашского языка. II класс)
(Урок чувашского языка. II класс)Ирина ТРЕТЬЯКОВА,учитель начальных классов высшей категории гимназии-интерната №34 г.НижнекамскаУрок тĕллевĕсем: Пĕлÿ тĕллевĕ: хĕллехи çанталăка сăнама, илемне курма,...
(Урок чувашского языка. II класс)
Ирина ТРЕТЬЯКОВА,
учитель начальных классов высшей категории гимназии-интерната №34 г.Нижнекамска
Урок тĕллевĕсем:
- Пĕлÿ тĕллевĕ: хĕллехи çанталăка сăнама, илемне курма, унпа киленме, сăнани çинчен каласа пама хăнăхтарасси; «Хĕллехи вӑрманта» хайлава тишкересси.
- Аталантару тĕллевĕ: ачасен калаçăвне аталантарасси, тимлĕхе вĕрентесси.
- Сапăрлав тĕллевĕ: ачасене çут çанталăкăн, тăван тавралăхăн илемне курма, хĕллехи тавралăхпа савăнма, чĕр чунсене сăнама, вĕсене хĕрхенме, пулăшма вĕрентесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: фонетика зарядки, учитель сăмахĕ, шырав, тишкерÿ, ыйту – хурав, предложенисем, калаçу, монолог тăвасси.
Словарь ĕçĕ: выртать – лежит, сиплет – лечит, сӑнаççĕ – наблюдают, тарать – убежит, эсĕ хăв – ты сам.
Кирлĕ хатĕрсем: ноутбук, презентации слайчĕсем, «Юр çăвать» чăваш кĕвви, юмахри паттӑрсем, чĕр чун теттесем, кроссворд, магнитлӑ азбука, светофор макечĕ, юр пĕрчисем, пулăшу карточкисем, учебник.
Урок юхăмĕ
I. Класа йĕркелени
Вĕрентекен. Ырă кун пултăр, ачасем!
Вĕренекен. Ырă кун пултăр, Ирина Ивановна.
Вĕренекен. – Класра паян кам дежурнăй?
– Паян класра кам çук?
– Ачасем сирĕн мĕнлерех паян кăмăлсем? (Манăн кăмăл питĕ лайăх.) Кăмăлăрсем питĕ лайăх пулсан, урока пуçлар.
II. Вĕреннине аса илни
Вĕрентекен. Ачасем, эрнере миçе кун?
Вĕренекен. Эрнере çичĕ кун.
Вĕрентекен. Вĕсен ячĕсем мĕнле?
Вĕренекен. Тунти кун, ытлари кун, юн кун, кĕçнерни кун, эрне кун, шӑмат кун, вырсарни кун.
Вĕрентекен. Ачасем, К.В.Иванов çырнă сăвăра çулталăкăн хăш вăхăчĕ сăнланнă-ши?
Хирсенче юр анчах,
Çырмара пăр анчах,
Сивĕтет аванах…
Ку хăçан пулать-ши?
Вĕренекен. Ку хĕлле пулать.
Урок тĕллевĕсемпе паллаштарасси
Вĕрентекен. Паян эпир хĕл çинчен калаçăпăр, чĕр чунсен, кайăксен ячĕсене аса илĕпĕр, хĕл çинчен хайлавсем, ваттисен сăмахĕсене пăхса тухăпăр.
Вĕрентекен. Паянхи урокăн теми мĕнле?
Вĕренекен. Хĕлле.
Вĕрентекен. Хĕллехи уйăхсем мĕн ятлă?
Вĕренекен. Раштав, кăрлач, нарăс.
Вĕрентекен. Паян пирĕн пата хӑнасем тĕрлĕ ĕçсем илсе килнĕ. Мĕн-ши Хĕвелпи конвертĕнче?
Хĕлле çинчен калав туни
Вĕрентекен. Хĕвелпи конвертĕнче сӑмахсем. Панă сăмахсенчен сăмах майлашăвĕсем, унтан предложенисем тумалла.
1 вариант
сивĕ юр
шурă тÿпе
ăшă сăрă
2 вариант
хĕл юр кĕлетке
илемлĕ çĕлĕк
савăнăçлă ачасем
(Предложенисем: Сивĕ хĕл çитрĕ. Урамра шап-шурă, кӑпӑшка юр выртать. Тÿпе сăрă тĕслĕ. Ачасем ăшă çĕлĕк, кĕрĕк, çăматă, алсиш тăхăннă. Илемлĕ юр кĕлетке тăваççĕ, юрпа выляççĕ. Савăнăçлă ачасем тăвайккинчен çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнаççĕ).
Тупмалли юмахсен тупсӑмне тупни
Вĕрентекен. Маня конвертĕнче тупмалли юмахсем.
- Алли çук, пÿрни çук, сăмса вĕçне чĕпĕтет. (Сивĕ)
- Шыв çинче кĕмĕл кĕпер. (Пăр)
- Шурă пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр)
Вĕрентекен. Ачасем, атьӑр-ха Маняпа пĕрле хĕле савса юрă юрлар.
Юрă «Юр çăвать»
Вĕрентекен. Тишка хĕллехи вӑрмана кайма хушать. Анчах та çул çинче машинăсен айне пулас мар тесе «Светофор» вăййа выляма сĕнет.
Вăйă «Светофор».
Хĕрлĕ çутă – тăратпăр.
Сарă çутă – алă çупатпăр.
Симĕс çутă – утатпăр.
Хĕллехи вăрманта.
Вĕрентекен. Акă çитрĕмĕр те вăрмана. Вăрманта мĕнсем ÿсеççĕ?
Вĕренекен. Йывӑҫсем.
Вĕрентекен. Ҫак кроссвордра мĕнле йывăçсем пытаннă-ши?
Ӑ | В | Ӑ | С | ||||
Ч | Ă | Р | Ӑ | Ш | |||
Х | Ы | Р | |||||
Ю | М | А | Н | ||||
Ҫ | Ӑ | К | А | ||||
В | Ӗ | Р | Е | Н | Е |
Вĕренекен. Ӑвӑс, чӑрӑш, хыр, юман, çӑка, вĕрене.
Вĕрентекен. Халĕ вӑйӑсем выльӑпӑр.
Вăйă «Ҫĕр е кун». Вӗрентекен «Ҫĕр» тесен, ачасем куçĕсене хупаççĕ. Ҫав вăхăтра чĕр чунсене илсе хурать. «Кун» тесен куçĕсене уçаççĕ, мĕнле чĕр чун çухалнине калаççĕ.
Вăйă «Магазин». Кашни ача доска умне тухса хăйне килĕшекен чĕр чуна ыйтса илет.
(Суйласа илнĕ чĕр чун çинчен калав çыраççĕ. Тĕслĕхрен, манăн чĕрĕп пур. Вăл йĕплĕ. Чĕрĕп панулми тата кăмпа юратать. Вăл тискер чĕр чун. Чĕрĕп вăрманта пурăнать.)
III. Ҫĕнĕ темăпа паллашни
«Хĕллехи вăрманта» текстпа ĕçлени.
- Словарь ĕçĕ (выртать – лежит, сиплет – лечит, сӑнаççĕ – наблюдают, тарать – убежит, эсĕ хăв – ты сам).
- Кӑтартуллӑ вулав.
- Ачасем хăйсем тĕллĕн вулани.
- Сăнчăрпа пĕрерĕн вулани, вырăсла куçарни.
- Рольпе вулани.
- Ачасем пĕр-пĕрне ыйтусем пани.
Вĕрентекен. Ачасем, мĕнле кайăксем пирĕн пата хĕл каçма çурçĕртен вĕçсе килнĕ?
Вĕренекен. Уйăпсемпе кăсăясем.
Вĕрентекен. Ачасем пирĕн кайăксене мĕнле пулăшмалла?
Вĕренекен. Сырăшсем тумалла. Сырăш çине çăкăр тĕпренчĕкĕ, кĕрпе, тырă хурса памалла.
IV. Вĕреннине çирĕплетни
Хĕллехи çанталăкпа çыхăннă сăнавсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени.
Вĕрентекен. Тимка конвертĕнче сăнавсемпе ваттисен сăмахĕсем. Вĕсен пуçламăшĕ пур, анчах вĕçĕ çук. Тимкăна та пулăшар, ушкăнпа ĕçлер.
Хĕлле кун кĕскелет,
Хĕл хырăмĕ
Хĕлле юр нумай пулсан
Урапана хĕлле хатĕрлеççĕ,
çĕр вăрăмланать.
пысăк.
тырă ăнса пулать.
çунашкана – çулла.
«Хĕлле» (Тест)
Вĕрентекен. Хĕл çинчен мĕн вĕреннине çирĕплетме тест пурнăçлăпăр.
- Хĕлле çынсем мĕн тăхăнаççĕ?
а) çĕлĕк, кĕрĕк, алсиш, çăматă
ă) кофта, юбка, кĕпе, саппун
б) куртка, калпак, нуски, тутăр
- Ачасем хĕлле мĕн тăваççĕ?
а) юрпа выляççĕ
ă) шыва кĕреççĕ
б) пÿртре лараççĕ
- Хĕлле çанталăк мĕнле-ши?
а) ăшă
ă) сивĕ
б) çумăрлă
- Мĕнле кайăксем хĕлле пирĕн пата вĕçсе килеççĕ?
а) çерçи, чакак
ă) чĕкеç, тăрна
б) уйăп, кăсăя
- Ачасем вĕсем валли мĕн тăваççĕ?
а) сырăш
ă) çуна
б) юр кĕлетке
V. Рефлексия. Урока пĕтĕмлетни. Ачасен ĕçне хаклани
Вĕрентекен. Сире урокра мĕн кăмăла кайрĕ?
Комментарийлар